Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр. Унтан Иисус вӗсене ҫак ытарлӑха каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчине смоква йывӑҫҫи лартнӑ пулнӑ. Пӗррехинче вӑл ун ҫимӗҫне пӑхма пынӑ, анчах тупайман. Вара пахчаҫине каланӑ: „Виҫҫӗмӗш ҫул эпӗ ҫак йывӑҫӑн ҫимӗҫне пӑхма килетӗп. Ҫапах ун ҫинче пӗр ҫырла та курмастӑп. Касса пӑрах ӑна, мӗн вӑл усӑсӑр ҫӗр йышӑнса ларать?“ Лешӗ хирӗҫ каланӑ: „Эй, Хуҫам! Ӑна тепӗр ҫула хӑвар ӗнтӗ. Эпӗ ун тавра ҫӗрне кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам, ҫимӗҫӗ пулмӗ-и? Пулмасан вара килес ҫул касса пӑрахтар ӑна“». Лешӗ хирӗҫ каланӑ: „Эй, Хуҫам! Ӑна тепӗр ҫула хӑвар ӗнтӗ. Эпӗ ун тавра ҫӗрне кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам, ҫимӗҫӗ пулмӗ-и? Пулмасан вара килес ҫул касса пӑрахтар ӑна“». Пиҫенпеле хыт-хура ӳстерекен ҫӗр вара ниме юрӑхсӑр, ылхана тивӗҫ. Вӑл вутра ҫунса пӗтӗ.
Выбор основного перевода