Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать. Пӗррехинче Петрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пулакан кӗлле Турӑ Ҫуртне кайнӑ. Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ. Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртне кӗнине курсан вӑл кӗлмӗҫленме пуҫланӑ. Петрпа Иоанн ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ. «Пирӗн ҫине пӑх-ха», – тенӗ Петр. Вӑл вара, кусем мӗн те пулин парӗҫ-и тесе, апостолсем ҫине кӗлмӗҫленсе пӑхнӑ. Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!» Вӑл уксах ҫынна сылтӑм аллинчен тытса тӑма пулӑшнӑ. Ҫав самантрах лешӗн ури тупанӗсене, чӗркуҫҫийӗсене вӑй кӗнӗ, вӑл сиксе тӑнӑ та ута пуҫланӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртне те апостолсемпе пӗрлех кӗнӗ, сиккелесе ҫӳресе Турра мухтанӑ. Турӑ Ҫуртӗнче пулнисем Илемлӗ Хапха умӗнчи ыйткаласа ларакан уксаха палласа илнӗ. Вӑл утакан пулнине тата Турра мухтанине курсан пӗтӗм халӑх вӑл сывалнинчен питӗ хытӑ хӑраса кайса тӗлӗннӗ. Турӑ Ҫуртӗнче пулнисем Илемлӗ Хапха умӗнчи ыйткаласа ларакан уксаха палласа илнӗ. Вӑл утакан пулнине тата Турра мухтанине курсан пӗтӗм халӑх вӑл сывалнинчен питӗ хытӑ хӑраса кайса тӗлӗннӗ.
Выбор основного перевода