Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулса иртӗ. Пӗр ҫын ют ҫӗр-шыва тухса каяс умӗн чурисене чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн пурлӑхне пӑхса тӑма шанса хӑварнӑ. Кашнин пултарулӑхне кура хайхи хуҫа пӗр тарҫине пилӗк талант кӗмӗл укҫа, теприне икӗ талант, тата теприне пӗр талант уйӑрса панӑ, хӑй часах ҫула тухса кайнӑ. Иисус тата ҫапла каланӑ: «Эпӗ – чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара – пахчаҫӑ. Эй, тӑвансем! Ҫапла вара Хуҫамӑр киличчен чӑтӑмлӑ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ паха тыр-пул туса илмешкӗн мӗн чухлӗ кӗтнине асра тытӑр: вӑл кӗрхи ҫумӑра та, ҫурхи ҫумӑра та чӑтӑмлӑн кӗтет. Эсир те чӑтӑмлӑн кӗтӗр. Чун-чӗрӗрсене ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесен Хуҫамӑр тепре килес вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ.
Выбор основного перевода