Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ. Ҫав кунхинех Иисус килтен тухнӑ та тинӗс хӗррине кайнӑ. Вӑл унта вӗрентсе ларнӑ. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ. Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ. Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ. Хӑшӗ тата чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ. Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ. Хӑшӗ тата пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ. Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те тулли пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри вӑтӑр пӗрчӗ пултарнӑ. Илтме хӑлха пурри илттӗр!» «Мӗншӗн Эсӗ ҫынсене ытарлӑн каласа вӗрентетӗн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем ҫывӑхарах пырса. Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ. Вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп та. Исаия пророкла калани вӗсенче пурнӑҫланӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. Ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“. Куҫӑрсем курнӑран, хӑлхӑрсем илтнӗрен эсир телейлӗ. Чӑн калатӑп сире: пророксемпе тӳрӗ пурӑнакансем нумайӑшӗ эсир мӗн курнине курасшӑнччӗ те – кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те – илтеймерӗҫ». «Эппин акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх мӗне пӗлтернине тӑнлӑр: Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять. Чуллӑ ҫӗре ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакан ҫынна пӗлтерет, анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать. Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе, ӑнланса илекене пӗлтерет, ун чӗринче сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулать». Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать. Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ. Калча ӳссе пуҫ кӑларсан вара ҫум курӑкӗ те палӑрнӑ. Ана хуҫин чурисем ӑна ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫамӑр! Эсӗ хӑвӑн ану ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑччӗ, епле майпа халӗ унта йӑлтах ҫум курӑкӗ пусса илнӗ?“ „Темле тӑшман хӑтланнӑ ҫавна“, – тенӗ хуҫи вӗсене. „Ҫумлаттарас теместӗн-и, эпир кайса ҫумлатпӑр“, – тенӗ чурисем. „Ҫук, ҫум курӑкне ҫумланӑ чух унпа пӗрле тулли те тӑпӑлӗ, – тенӗ хуҫи. – Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“». Унтан Иисус вӗсене тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе танлаштарма пулать; ӑна пӗр ҫын хӑйӗн ани ҫине акнӑ. Сарӑ пӑрӑҫ вӑрри ытти вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки пулин те, ӳссен вӑл пахча ҫимӗҫсенчен чи ҫӳлли пулса тӑрать. Вӑл йывӑҫ пекех паркаланса каять, кайӑксем вӗҫсе пыраҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшинче йӑва ҫавӑраҫҫӗ». Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха кӑвас тӗпӗпе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм кӑвас тӗпне илнӗ те виҫӗ витре ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ». Ҫаксене пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарлӑхсӑр нимӗн те вӗрентмен. Вӑл пророк урлӑ Турӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе ҫакнашкал вӗрентнӗ. «Ҫӑварӑма ытарлӑн калама уҫӑп та тӗнче пуҫланнӑранпах пытарӑнса тӑнине каласа пӗлтерӗп», – тенӗ пулнӑ пророк. Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ. Вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Лайӑх вӑрлӑх акаканӗ – Этем Ывӑлӗ. Ана вара тӗнчене пӗлтерет, лайӑх вӑрлӑх – Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене, ҫум курӑкӗ шуйттана парӑннисене пӗлтерет. Ҫум курӑкне акакан тӑшман – шуйттана, вырма вӑхӑчӗ – тӗнче пӗтмӗшне, выраканӗсем ангелсене пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла вара шуйттана парӑннӑ ҫынсене тӗнче пӗтмӗшӗнче ҫум курӑкӗ пекех суйласа пухса ҫунакан вута пӑрахӗҫ. Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ. Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ. Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр». «Ҫӳлти Патшалӑха тата ана ҫине чавса пытарнӑ мулпа танлаштарма пулать. Вӑл мула пӗр ҫын тупнӑ та ҫавӑнтах чавса пытарнӑ. Хайхискер савӑннипе пурлӑхне кайса сутнӑ та ҫав анана туяннӑ. Ҫӳлти Патшалӑха тата хаклӑ ӗнчӗ шыракан купсапа танлаштарма пулать. Пӗррехинче вӑл хаклӑран та хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та кайса мӗн пур пурлӑхне сутса ҫав ӗнчӗне туяннӑ. Ҫӳлти Патшалӑха тата сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать. Пулӑҫӑсем ҫав сӗреке-тетеле тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ. Сӗреке-тетел тулсан ӑна пулӑҫӑсем ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса юрӑхлӑ пуллине суйласа илнӗ те савӑта янӑ, юрӑхсӑррине кӑларса ывӑтнӑ. Тӗнче пӗтмӗшӗнче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисенчен суйласа илӗҫ. Вара усаллисене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ». Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп». Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр. Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ. Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр. Мӗншӗн тесен Тасатаканӗн те, тасалаканӗсен те Ашшӗ пӗрре, ҫавна пула вӗсене тӑвансем темешкӗн вӑтанмасӑр Вӑл ҫапла калать:
Выбор основного перевода