Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара? Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах. Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах». Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах! Лешӗ ҫав самантрах сывалнӑ та вырӑнне илсе утма пуҫланӑ. Ҫак ӗҫ шӑмат кун пулнӑ. Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр? Иисус пылчӑк туса суккӑра сыватнӑ чух шӑмат кун пулнӑ.
Выбор основного перевода