Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те». Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус. Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ. Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.
Выбор основного перевода