Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ». Пӗррехинче фарисейсем Иисусран: «Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет?» – тесе ыйтнӑ. Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ куҫа курӑнса килмест. Турӑ Патшалӑхӗ – сирӗн ӑшӑрта, ҫавӑнпа та: „Акӑ вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесе калакан пулмӗ». Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ. Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.
Выбор основного перевода