Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Пиҫен ҫинчен – иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татни пур-и? Ҫапла, лайӑх йывӑҫ ырӑ ҫимӗҫех парать, начар йывӑҫӑн ҫимӗҫӗ те япӑх. Лайӑх йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тума пултараймасть, начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тума пултараймасть. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ. Ҫапла вара, суя пророксене ӗҫӗ-ҫимӗҫӗнчен пӗлӗр». «Ырӑ йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть. Начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тумасть. Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Смоква ҫимӗҫне кӳкен тӗмми ҫинчен татмаҫҫӗ, иҫӗм ҫырлине те шӑлан тӗмми ҫинчен пуҫтармаҫҫӗ.
Выбор основного перевода