Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ. Унта фарисейсем пынӑ та Иисуспа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. Вара Вӑл ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма хистесех ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ». Теприсем тата, Иисуса тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ. «Хӑвна ӗнентерес тесе Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? – ыйтнӑ вӗсем. – Эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Иудейсем хӑват кӑтартмашкӑн ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ.
Выбор основного перевода