Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ. Иисус саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. Ҫавӑнпа иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем сывалнӑскере каланӑ: «Паян шӑмат кун, санӑн вырӑнна ҫӗклесе кайма юрамасть». Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр?
Выбор основного перевода