Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филимону
1
Параллельные места
Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр. Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр. Мана тӗрмене хупсан, эпӗ Христоса ӗненнӗ пирки ларнине преторири хурал салтакӗсем те, ыттисем те – пурте пӗлчӗҫ. Чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑ Павелран тата ӗненекен тӑванӑмӑр Тимофейран – савнӑ Филимон тусӑмӑра, ӗҫри юлташӑмӑра;
К Филимону
1
Выбор основного перевода