Эпӗ сире хытӑ шанатӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп. Инкек-синкекре сире аса илетӗп те чунӑм хастарлӑхпа, виҫесӗр савӑкпа тулать.
Эсир хавхалантарнишӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр, анчах та сирӗн патӑртан чунне лӑплантарса тавӑрӑннӑ Тит савӑнӑҫне курсан, эпир тата ытларах хӗпӗртерӗмӗр.