Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филимону
1
Параллельные места
Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ. Ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑнрисем уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ. Тӑна кӗрсе ҫитсен Петр хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Хуҫамӑр Хӑйӗн ангелне ярса мана Ирод аллинчен, иудейсем мӗн кӗтнинчен пуринчен те хӑтарчӗ. Тинех ҫакна чӑн-чӑннипе ӑнланса илтӗм». Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ. Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ. Чӗрӗ юласси пирки вара эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Сирӗн ӗненӗвӗре аталантарса савӑнӑҫ кӳмешкӗн эпӗ сирӗнпе пуринпе те курнӑҫӑп-ха. Хуҫа Турӑ пулӑшнипе эпӗ хам та сирӗн патӑра часах ҫитсе курасса ҫирӗп шанатӑп. Турӑ мана хӑвӑртрах сирӗн патӑра тавӑрӑнмалла тутӑрччӗ тесе уйрӑмах хытӑ кӗлтӑвӑр.
К Филимону
1
Выбор основного перевода