Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филимону
1
Параллельные места
Сирӗн юратулӑхӑр пӗлӳллӗрех, тиркевлӗрех пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. Иисус Христос урлӑ илнӗ тӳрӗлӗхӗн тулӑх ҫимӗҫне пула сирӗн Турра мухтава кӑлармалла пултӑрччӗ тетӗп. Ҫавӑнпа та, сирӗн ҫинчен илтнӗ кунран пуҫласах, эпир сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр. Турӑ ирӗкне сирӗн мӗн пур ӑспа ӑнланса, чун-чӗмпе ӑнкарса тӗппипех пӗлмелле пултӑрччӗ тетпӗр. Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ. Эй, тӑванӑмсем! Ӗненетӗп текен, анчах ӗненӗвне ӗҫпе ҫирӗплетмен ҫынран мӗн усси? Ҫавнашкал ӗненӳ ӑна ҫӑлса хӑварӗ-и? Ӗненекен тӑванӑн тӑхӑнмалли те, ҫимелли те ҫук пулсан, сирӗнтен хӑшӗ те пулин ӑна мӗн кирлине памасӑрах: «Канӑҫлӑ каях, ӑшӑн тата ҫисе тӑран», – тенинчен мӗн усси? Ӗненӳ те ҫавнашкалах, ӗҫпе ҫирӗплетмесен, хӑй халлӗн кӑна – вилӗ. Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр. Сирӗн ҫак пахалӑхсем пур пулсан, вӗсене аталантарса пыратӑр пулсан, сирӗн Иисус Христос Хуҫамӑра пӗлесси ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ пулӗ.
К Филимону
1
Выбор основного перевода