Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филимону
1
Параллельные места
Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Хушнӑ ӗҫӗсене пурнӑҫласан Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохине тавӑрӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Марк текен Иоана та илнӗ. Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташӗсем Памфилири Пергине ҫитнӗ. Иоанн вара вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима тавӑрӑннӑ. Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана та илесшӗн пулнӑ. Анчах та Павел унпа килӗшмен, мӗншӗн тесен пӗррехинче Памфилире хӑйсене хушса янӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗрех Марк вӗсене пӑрахса кайнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем хирӗҫсе каймаллах тавлашнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Варнава вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те, шывпа ишсе, Кипра кайнӑ. Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем Павелпа пӗрле Македонирен пынӑ Гаийпе Аристарха ярса тытнӑ. Вара пурте пӗр ҫын пек пулса вӗсене театр кӑтартмалли вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ. Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ. Ун ҫинчен эсир ӗҫӗмӗрти юратнӑ юлташран, сире пулӑшакан шанчӑклӑ Христос тарҫинчен Епафрасран пӗлтӗр. Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.) Тата сире Иуст текен Иисус та салам калать. Иудейсенчен ҫавсем кӑна Турӑ Патшалӑхӗшӗн манпа пӗрле ӗҫлесе тӑчӗҫ, маншӑн чун уҫҫи пулчӗҫ. Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать. Вӑл сирӗншӗн тата Лаодикипе Иерапольти ӗненекенсемшӗн питӗ тӑрӑшнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп. Пирӗн савнӑ тухтӑр Лука тата Димас сире салам яраҫҫӗ. мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ. Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил.
К Филимону
1
Выбор основного перевода