Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филимону
1
Параллельные места
Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе тӗллесе каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем. Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем. Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене хӑраса-чӗтресе, пӗтӗм чӗререн, Христоса пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр. Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр. Турӑ ятне тата Унӑн вӗрентӗвне хур тума парас мар тесен, пусмӑрта пурӑнакан чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемелле. Хӑш чурасен хуҫисем хӑйсем те Турра ӗненеҫҫӗ пулсан, вӗсем пирӗн ӗненекен тӑвансем-ха тесе, чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемесӗр тӑмалла мар. Пачах урӑхла, хуҫисем хӑйсен савнӑ ӗненекен тӑванӗсем, ырӑ тӑваканӗсем пулнине кура, чурасен хуҫисемшӗн тата лайӑхрах тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫапла ӳкӗтлесе вӗрент.
К Филимону
1
Выбор основного перевода