Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филимону
1
Параллельные места
Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене. Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр. Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр. Мана тӗрмене хупсан, эпӗ Христоса ӗненнӗ пирки ларнине преторири хурал салтакӗсем те, ыттисем те – пурте пӗлчӗҫ. Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ. Эппин Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн ан вӑтан. Манран та, Уншӑн тӗрмере лараканскертен, ан имен. Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн асап курасран ан хӑра, мӗншӗн тесен Турӑ пире вӑй парсах тӑрать. Апла пулин те эпӗ санран юратулӑхпа ыйтасшӑн. Сана такам йӑлӑнмасть, эпӗ, ватӑ Павел, халӗ чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑскер, ыйтатӑп.
К Филимону
1
Выбор основного перевода