Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсем ҫавнашкалах суйса айӑп кӑтартакансем те хатӗрленӗ. «Ку ҫын Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑваплӑ вырӑна та, Моисей саккунне те пӗрмаях хурлать, – тенӗ ҫавскерсем. Эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑра та, хулара та кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсенчен пӗри те курман. Тепӗр виҫӗ кунран Павел Римра пурӑнакан иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтерчӗ. Пурте пухӑнса ҫитсессӗн вӗсене вӑл ҫапла каларӗ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ халӑхӑма хирӗҫле, мӑн асаттесен йӑлисене хирӗҫле нимӗнле усал ӗҫ те туман. Ҫапах мана Иерусалимра тытса сӑнчӑрларӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ. Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене айӑпласран хӑранипе кӑна мар, чун хушнипе те пӑхӑнмалла.
Выбор основного перевода