Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пуху кӗрлесех кайнӑ: Моисей саккунне вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем ура ҫине сиксе тӑрсах тавлаша пуҫланӑ. «Ку ҫынна айӑплама эпир нимле сӑлтав та курмастпӑр, – тенӗ вӗсем. – Тен, ҫак ҫын чӗлхи-ҫӑварӗпе ангел е Сывлӑш калаҫнӑ-ха? Турра хирӗҫ каяр мар». Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен Моисей саккунӗ пирки тавлашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ иккен. Анчах та вӗлермешкӗн е тӗрмене хупмашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. унтан, аяккарах пӑрӑнса, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫланӑ: «Ку ҫын вӗлерме е тӗрмене хупма тивӗҫлӗ нимӗнле усал ӗҫ те туман». «Император судне хӑй ыйтман пулсан ӑна ирӗке яма та пулатчӗ», – тенӗ Агриппа патша Феста. Ҫавӑнпа вара аслӑ пуҫлӑх ӑна император патне яма йышӑннӑ.
Выбор основного перевода