Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен. мӗншӗн тесен хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: «Вӗлерес ӑна!» – тесе кӑшкӑрашса пынӑ. Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!» Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем Павел ҫинчен ҫӑхав пама ун патне пынӑ та ӑна ӳкӗте кӗртме тӑрӑшса: «Пирӗншӗн ырӑ ӗҫ тусам, Павела Иерусалима чӗнтерсе илсем», – тесе тархасланӑ. Хӑйсем вара Павела ҫул ҫинче вӗлерме усал шухӑш тытнӑ. Суда илсе пырсанах Павела Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ун ҫинчен нумай йывӑр айӑп каланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине ӗнентереймен. Эпӗ Иерусалимра чухне иудейсен аслӑ священникӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама ман патӑма пычӗҫ, ӑна суд тума ыйтрӗҫ.
Выбор основного перевода