Пӗр сакӑр е вунӑ куна яхӑн унта пурӑнсан Фест Кесарине тавӑрӑннӑ. Вара тепӗр куннех, суд тумалли вырӑна ларса, Павела илсе пыма хушнӑ.
«Эпӗ ахаль те хама тивӗҫлӗ суд умӗнче, император сучӗ умӗнче, тӑратӑп. Иудейсене эпӗ нимӗнпе те хур туманнине эсӗ ху та лайӑх пӗлетӗн, – тенӗ Павел.