– Ҫапла вара, эпӗ айӑплах пулсан, вӗлерме тивӗҫлине мӗн те пулин тунӑ пулсан – вилме хатӗр. Иудейсен айӑплавӗнче тӗрӗсси ним те ҫук пулсан – мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Хама император патӗнче суд тутарма ыйтатӑп».
Вара Фест хӑйӗн канашӗнчи ҫынсемпе калаҫса илнӗ те ҫапла тавӑрнӑ: «Эсӗ император патӗнче суд тутарма ыйтрӑн, ӗнтӗ сана император патне илсе кайӗҫ».