Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ.
Вӗлерме нимӗнле айӑп та тупайман пирки вӗсем мана суд тунӑ хыҫҫӑн ирӗке ярасшӑнччӗ.
Анчах та иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ, ҫавӑнпа манӑн император судне ыйтма лекрӗ. Ҫакна эпӗ хамӑн халӑхӑма мӗншӗн те пулин айӑплас тӗллевпе тумарӑм.