Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха». Анчах та вӑл вилме тивӗҫлӗ ӗҫ тунине эпӗ тупаймарӑм. Вара, хӑй император патӗнче суд тутарма ыйтнӑран, эпӗ ӑна унта ярас тесе йышӑнтӑм. «Император судне хӑй ыйтман пулсан ӑна ирӗке яма та пулатчӗ», – тенӗ Агриппа патша Феста. Ҫавӑнпа вара аслӑ пуҫлӑх ӑна император патне яма йышӑннӑ. „Павел, ан хӑра, – терӗ ҫав ангел. – Санӑн император умне тӑмалла, ҫавӑнпа Турӑ, сана хӗрхенсе, карап ҫинчисене пурне те хӑтарӗ“. Анчах та иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ, ҫавӑнпа манӑн император судне ыйтма лекрӗ. Ҫакна эпӗ хамӑн халӑхӑма мӗншӗн те пулин айӑплас тӗллевпе тумарӑм.
Выбор основного перевода