Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп. Вара, вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырсан, ҫапла каларӗҫ: «Ҫак ҫынсем, иудейсем, хула халӑхне пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем. Хӑйсем ҫапла кӑшкӑра пуҫланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Пулӑшӑр! Ҫак ҫын пур ҫӗрте те хамӑра хирӗҫле, хамӑр саккуна хирӗҫле, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле вӗрентӳ сарса ҫӳрет. Ҫитменнине вӑл халӗ тата, Турӑ Ҫуртне грексене ертсе килсе, ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ!» Анчах та эпӗ пӗр япала пирки тунмастӑп. Эпӗ чӑнах та хама айӑплакансем тӗрӗс мар ӗненӳ текен вӗрентӗве тытса пыратӑп. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх эпӗ Моисей саккунӗнче ҫырнине тата пророксем каланине пӗтӗмпех ӗненсе тӑрса, мӑн асаттемӗрсен Турришӗн тӑрӑшатӑп. Пире хурлаҫҫӗ, эпир хамӑра хурлакансемшӗн кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫак тӗнчешӗн ҫӳп-ҫап кӑна, пурте халичченех таптакан тусан кӑна.
Выбор основного перевода