Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Филипп ҫапла тунӑ та. Ҫул ҫинче вӑл пӗр Эфиопи улпутне, евнуха, тӗл пулнӑ. Ҫав улпут Эфиопири Кандакия ятлӑ хӗрарӑм патшан пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ пулнӑ. Вӑл Иерусалима Турра пуҫҫапма кайнӑ пулнӑ. Вӗсем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн эпир ҫула пуҫтарӑнтӑмӑр та Иерусалима кайма тухрӑмӑр. Иерусалима ҫитсен ӗненекен тӑвансем пире питӗ хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Унтан Павел ҫак тупа тунӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе тасалу йӑлине туса ирттерчӗ. Тепӗр кунне вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе тасалу йӑли хӑҫан вӗҫленессине тата кашнишӗн Турра хӑҫан парне парассине пӗлтерчӗ.
Выбор основного перевода