Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ. Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр. Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ. Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать. Анчах та Турӑ пулӑшнипе эпӗ паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел, пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах ҫакна каласа ҫирӗплететӗп: Христосӑн асап тӳсмеллеччӗ, вилнисенчен чӑн малтан чӗрӗлсе тӑрса иудей халӑхне те, ытти халӑхсене те ҫӑлӑнӑҫ ҫути ҫинчен пӗлтермеллеччӗ. Ҫакӑн ҫинчен пророксемпе Моисеях каласа пӗлтернӗ, вӗсем каланинчен ытла эпӗ нимӗн те каламан». Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ.
Выбор основного перевода