Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкрисем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ. Синедрионра ларакансен пӗр пайӗ саддукейсем, тепӗр пайӗ фарисейсем пулнине Павел пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл канаш умӗнчех хыттӑн ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Эпӗ фарисей, фарисей ывӑлӗ, мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн суд тӑваҫҫӗ». Турӑ мӑн асаттемӗрсене панӑ сӑмаха шаннишӗн паян акӑ манӑн суд умӗнче тӑма тивет. Пирӗн вун икӗ йӑхӑмӑр та, Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса шанса, кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн тӑрӑшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана ҫав шанчӑкшӑн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ. Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫав сӑлтавпах чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм. Мӗншӗн тесен мана хамӑр кӗтекен Израиль шанчӑкӗшӗн ҫак сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ».
Выбор основного перевода