Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Павел ҫак тупа тунӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе тасалу йӑлине туса ирттерчӗ. Тепӗр кунне вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе тасалу йӑли хӑҫан вӗҫленессине тата кашнишӗн Турра хӑҫан парне парассине пӗлтерчӗ. Тасалу йӑлине тума пуҫлани ҫичӗ кун ҫитнӗ. Асири темиҫе иудей, Павела Турӑ Ҫуртӗнче курсан, халӑха хӗтӗртсе янӑ та ӑна тытнӑ. Хула халӑхӗ хускалса кайнӑ, Турӑ Ҫурчӗ патне халӑх пухӑнса тулнӑ. Унтан Павела тытса Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ та алӑкӗсене питӗрсе илнӗ.
Выбор основного перевода