Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫакна иудейсем кӑмӑлласах йышӑннине курсан вӑл тепӗртакран Петра та тыттарнӑ. Ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ. Тепӗр тӗлте ҫапла ҫырни те пур: „Хӑвӑн таса Ҫыннуна ҫӗрте ҫӗрме памӑн“. Фест, хӑйне тытса тӑма панӑ ҫӗр-шыва ҫитнӗ-ҫитменех, виҫӗ кунран Кесарирен Иерусалима тухса кайнӑ. Анчах та Фест ҫапла тавӑрнӑ: «Павел халӗ Кесарире тӗрмере ларать, ҫывӑх вӑхӑтрах эпӗ хам та унта кайма шухӑшлатӑп. Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павелран ыйтнӑ: «Эпӗ ку ӗҫпе сана Иерусалимра суд тӑвӑп, эсӗ унта пырас теместӗн-и?» Вӗсем унта чылай пурӑннӑ. Фест вара патшана Павел ӗҫӗ пирки каласа панӑ. «Пирӗн кунта – тенӗ вӑл, – Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур.
Выбор основного перевода