Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑй вӑй ҫитернӗ таран, Иудейӑри ӗненекенсем патне пулӑшу яма шут тытнӑ. Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янӑ. Халӗ вара эпӗ Иерусалима, унти ӗненекенсене пулӑшма, ҫула тухатӑп. Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ. Вӗсем тӑрӑшнине ырламалла. Тепӗр тесен, вӗсем Иерусалимри ӗненекенсене парӑмлӑ та. Иерусалимрисен чун-чӗм пуянлӑхӗпе ытти халӑхсем те усӑ кураҫҫӗ пулсан, ун вырӑнне вӗсен ӳт-пӗве кирлӗ пуянлӑхпа тавӑрса памалла. Ҫак ӗҫ-пуҫсене туса пӗтерсен, хама шанса панӑ укҫа-тенкӗне вӗсене леҫсе парсан, эпӗ Испание кайма тухӑп. Вара, ҫула май, сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Эй, тӑвансем! Халӗ эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ ырӑлӑх ҫинчен пӗлтересшӗн. Нумай инкек-синкек тӳсеҫҫӗ пулин те, вӗсем савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Аран-аран, ҫити-ҫитми пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен тараватлӑхӗ ытлашшипех. Вӗсем вӑйӗсем ҫитнӗ таран ҫеҫ мар, пултарнинчен те ытларах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна куҫӑн курнӑран калатӑп. Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ. Пире вӗсем чухӑнсене пулӑшса тӑма кӑна хушрӗҫ, эпӗ ҫавна пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӑм та.
Выбор основного перевода