Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ. Ҫавӑнпа та Иоанн килнӗ, вӑл пуш хирте тӗне кӗртнӗ, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ. Вӑл ҫапла ӳкӗтлесе вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне пӗшкӗнсе хывма та тивӗҫлӗ мар. Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл вара сире Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ». Иисус килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Хӑйне пӳрнӗ ӗҫе вӗҫлесе вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? Эсир Кӗтни эпӗ мар. Анчах та акӑ манӑн хыҫҫӑн Килекенӗ пулӗ, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар“. Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать. Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм.
Выбор основного перевода