Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел, Афинӑран кайса, Коринфа пынӑ. Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ. Иудейсем ӑна хӑйсем патӗнче тата кӑштах та пулин юлма тархасланӑ, анчах та Павел килӗшмен. Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ. Павел карап ҫинчен Кесарире анса юлнӑ, унтан Иерусалима пынӑ. Унта вӑл ӗненекен ушкӑнрисемпе курнӑҫса калаҫнӑ та Антиохине тухса кайнӑ. Пӗр вӑхӑт унта пулнӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл, вӗренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги ҫӗрӗсен пур кӗтесӗсенче те пулнӑ. Александрияра ҫуралнӑ Аполлос ятлӑ пӗр иудей Ефеса пынӑ. Вӑл пит ӑста калаҫакан, Ҫырнине тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ. Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн. Сирӗнтен кашниех: «эпӗ Павел майлӑ», «эпӗ Аполлос майлӑ», «эпӗ Кифа майлӑ», «эпӗ вара Христос майлӑ» тесе ҫӳрет. Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать. Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ.
Выбор основного перевода