Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ. Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ. Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ. Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп. Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле! Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ, Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.) Манӑн ӗҫри юлташӑмсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука сана салам калаҫҫӗ.
Выбор основного перевода