Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унта пурӑнакан пӗтӗм халӑх хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ. Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!» Ҫак сӑмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ ҫынсен пурин те сехри хӑпнӑ. Вара ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавӑн ҫинчен илтнӗ ытти ҫынсем те питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ.
Выбор основного перевода