Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ. Павел ура ҫине тӑнӑ та, аллипе паллӑ парса, ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем, эй, Турӑран хӑракансем, итлӗр! Хӑйне калаҫма ирӗк парсан, Павел пусма картлашки ҫинчен, халӑха шӑпланма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ. Пурте шӑплансан вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ. Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм. Пӑхӑр ӑсти Александр мана нумай усал турӗ. Хуҫа Турӑ ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса патӑрах!
Выбор основного перевода