Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ. Павел карап ҫинчен Кесарире анса юлнӑ, унтан Иерусалима пынӑ. Унта вӑл ӗненекен ушкӑнрисемпе курнӑҫса калаҫнӑ та Антиохине тухса кайнӑ. Халӗ ӗнтӗ, Святой Сывлӑшӑн туртӑмне пӑхӑнса, манӑн Иерусалима каймалла. Эпӗ унта хама мӗн кӗтнине те пӗлместӗп. Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха». Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ. Ҫав сӑлтава пула эпӗ халиччен те сирӗн патӑра ҫитсе кураймарӑм. Халӗ ҫав ҫӗрсенче эпӗ ҫитмен вырӑн юлмарӗ ӗнтӗ, сирӗнпе курнӑҫас тахҫанхи ӗмӗтӗме тултарса, Испание кайма тухсанах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Ҫула май сирӗнпе курнӑҫасса шанатӑп. Сирӗнпе пӗр вӑхӑт кӑмӑл туличчен калаҫсан эсир мана малалла кайма пулӑшасса та шанатӑп. Халӗ вара эпӗ Иерусалима, унти ӗненекенсене пулӑшма, ҫула тухатӑп. Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ. Вӗсем тӑрӑшнине ырламалла. Тепӗр тесен, вӗсем Иерусалимри ӗненекенсене парӑмлӑ та. Иерусалимрисен чун-чӗм пуянлӑхӗпе ытти халӑхсем те усӑ кураҫҫӗ пулсан, ун вырӑнне вӗсен ӳт-пӗве кирлӗ пуянлӑхпа тавӑрса памалла. Ҫак ӗҫ-пуҫсене туса пӗтерсен, хама шанса панӑ укҫа-тенкӗне вӗсене леҫсе парсан, эпӗ Испание кайма тухӑп. Вара, ҫула май, сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Пырсассӑн эпӗ Христос Ырӑ Хыпарӗн тулли пиллӗхне сире ҫитерсе парасса шанатӑп.
Выбор основного перевода