Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен. Вӗсем ҫиллисене ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулне халӑх умӗнчех хурла пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗренекенӗсене хӑйпе пӗрле илсе унтан пӑрахса кайнӑ, Тиранн ятлӑ ҫыннӑн училищинче вӗсене куллен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ, пире вилмех пӳрнӗ пулӗ тенӗччӗ. Анчах та мӗн пулни йӑлтах хамӑра мар, вилнисене чӗртекен Турра шанмашкӑн пулса иртнӗ иккен.
Выбор основного перевода