Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗн пур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле ҫапла канаш тунӑ: хамӑр хушӑран темиҫе ҫын суйласа илес те вӗсене Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле Антиохине ярас. Вӗсем ӗненекен тӑвансем хушшинче ят-сум илнӗ Варсава текен Иудӑна тата Силӑна суйласа илнӗ. Тата эпир Иудӑпа Силӑна ятӑмӑр, вӗсем сире ҫырура каланинех сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ. Иудӑпа Сила вара, хӑйсем те пророк пулнӑ май, ӗненекен тӑвансене тата нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Павел хӑйне юлташа Силӑна суйласа илнӗ те ҫула тухнӑ. Ӗненекен тӑвансем ӑна Турӑ тивлечӗ ҫине шанса ӑсатса янӑ.
Выбор основного перевода