Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус вӑл – Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентме пуҫланӑ. Кусем Пергирен тата малалла, Писидири Антиохине ҫитичченех, кайнӑ. Шӑмат кун вӗсем синагогӑна кӗрсе ларнӑ. Шӑмат кун вара эпир хула хапхинчен юхан шыв хӗррине тухрӑмӑр. Ҫавӑнти пӗр вырӑна ӗненекенсем хӑнӑхнӑ йӑлипе кӗлӗ тума пухӑнаҫҫӗ. Эпир те лартӑмӑр та пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр. Павел пӗр хӑрамасӑрах синагогӑра виҫӗ уйӑх ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен питӗ ӗнентермелле кала-кала кӑтартнӑ.
Выбор основного перевода