Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. Ӗлӗк-авал Турӑ кашни халӑха харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк панӑ. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ. Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ. Ҫав ырӑлӑх пире кунти пурӑнӑҫра Турӑсӑр ӗҫсене тата ку тӗнче киленӗҫне пӑрахӑҫласа, таса шухӑшлӑ та тӳрӗ, Турра хисеплесе пурӑнма вӗрентет. Итлекен ачасем пек пулӑр. Турра пӗлмен чухнехи, малтанхи ҫылӑхлӑ кӑмӑла хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр.
Выбор основного перевода