Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ». Этем Ывӑлӗн малтанах палӑртнӑ ҫулне утса тухмаллах, анчах та Ӑна тытса паракана хуйхӑ пулӗ». Этем Ывӑлӗ пулнӑран Ӑна Турӑ суд тума та ирӗк панӑ. Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ. Анчах та ху ӗненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ӗненес? Ӳкӗтлесе вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтеес? Ӑна курсассӑнах эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вара Вӑл ман ҫине сылтӑм аллине хурса ҫапла каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ – Малтанхи те, Кайранхи те. Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.
Выбор основного перевода