Вара вӗсем Павела ареопаг пухӑвне илсе пынӑ. «Пире те каласа парсамччӗ, – тенӗ вӗсем, – эсӗ ӳкӗтлекен ҫӗнӗ вӗрентӳ мӗнлерехскер?
Павел ареопаг пухӑвӗ умне тухса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Афины ҫыннисем! Сӑнатӑп та – эсир питӗ тӗн-тӗшмӗшлӗ пулнине куратӑп.