Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ. Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем. Ӗненекен тӑвансем вара ҫав каҫах Павелпа Силӑна Верине ӑсатнӑ. Унта ҫитсен вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ.
Выбор основного перевода