Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?» Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ. Ҫавӑн чух Вӑл вӗренекенӗсене Ҫырнинче мӗн каланине ӑнланма ӑслӑлӑх панӑ, вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ. Мӗншӗн тесен Аполлос пӗтӗм халӑх умӗнчех иудейсемпе тавлашса ҫиеле тухнӑ: Ҫырнинче каланисемпе усӑ курсах Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ӗнентерме пултарнӑ. Эй, айван Галати ҫыннисем! Сире кам илӗртсе чӑнлӑхран пистерчӗ? Пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен сире куҫӑн курӑнмалла пуличченех каласа кӑтартманччӗ-и вара?
Выбор основного перевода