Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. Иисуса курсан вӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, теприсем тата иккӗленсе кайнӑ. Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ. Вара пухӑннисем: «Хуҫамӑр чӑннипех чӗрӗлсе тӑнӑ! Вӑл Симона та курӑннӑ», – тенӗ. Ҫапла калаҫса ларнӑ чух вӗсем Иисус хӑйсем хушшинче тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире», – тенӗ Вӑл.
Выбор основного перевода