Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ. Ӗненӗве пула эпир Иисус урлӑ ырӑлӑх илтӗмӗр, ҫав ырӑлӑхпа пурӑнатпӑр; Турӑ мухтавне те илес шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр. Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ. Эй, тӑвансем, сире хыпарлатӑп: эпӗ сире вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар этемӗн мар. Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ.
Выбор основного перевода