Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Пире Саншӑн кулленех вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ». Анчах та хамӑра Юратаканни вӑй парса тӑнӑран эпир ҫак йывӑрлӑхсене пурне те ҫӗнтеретпӗр. Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ, Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр. Иисус Хуҫамӑра шанса часах сирӗн патӑра Тимофея яма шутлатӑп. Вара, сирӗн ӗҫ-пуҫ ҫинчен пӗлсен, чунӑм лӑпланӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара?
Выбор основного перевода