Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Анчах та лери пурӑнӑҫра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр. Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр. Эпир, вилӗмлӗ ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, пурӑннӑ чухне Иисус ячӗшӗн тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑратпӑр. Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр вара – ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче. Эпир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Хуҫамӑр унтан килессе кӗтетпӗр. Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
Выбор основного перевода