Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ. Вилӗм вара Адамран пуҫласа Моисейчченех хуҫаланнӑ. Адам пек ҫылӑха кӗменнисене те вилӗм шеллемен. Адам – пуласлӑхра Килессин сӑнарӗ. Пӗр ҫын ҫылӑхӗ урлӑ вилӗм хуҫаланнӑ пулсан, Туррӑн тулли ырӑлӑхне тата тӳрӗлӗхне илекен ҫынсем пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пурӑнӑҫра епле чаплӑрах хуҫаланӗҫ! Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать. Хуҫамӑр вӑл – Сывлӑш; Хуҫамӑрӑн Сывлӑшӗ ӑҫта, ирӗклӗх те ҫавӑнта.
Выбор основного перевода